Республикӑра Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсен кӑтартӑвӗсем лайӑх. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, 64 ҫамрӑк 68 экзаменра 100 балл пухнӑ.
Чи лайӑх кӑтартусем ытларах Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Патӑрьел тата Вӑрнар муниципаллӑ округӗсенче пулни паллӑ.
Тата ҫакна палӑртмалла: шкултан вӗренсе тухакансем физикӑпа, математикӑпа, литературӑпа, акӑлчан чӗлхипе ППЭре чи пысӑк балсем тӑтӑшах илме пуҫланӑ.
Паян Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхн ҫумӗ пулса 53 ҫулти Ольга Чепрасова ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл вӗрентӳпе тата социаллӑ ӗҫпе ҫыхӑнну ыйтусемшӗн явапли пулӗ.
Вӑл хӗрарӑм 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнченпе Шупашкар мэрӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ, 2017-2020 ҫулсенче — Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ачасем юлашки вӑхӑтра ултавҫӑсен капкӑнне час-часах лекеҫҫӗ. Ӗнер ҫеҫ ун пек тӗслӗх темиҫе тӗслӗх пулса иртнӗ.
Патӑрьелте пурӑнакан ҫемье 11 ҫулти хӗрӗ телефонта чакаланнӑ хыҫҫӑн 300 пине яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫав ҫулти Ҫӗнӗ Шупашкар ачи ашшӗ-амӑшӗн счечӗ ҫинчен 13 пин тенкӗ вӑрлаттарнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ача ашшӗ-амӑшне 40 пинсӗр хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче ачасене телефонпа усӑ курнӑ чухне асӑрхануллӑ пулмаллине асӑрхаттарма чӗнсе калаҫҫӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Хваттерти хӗрарӑм тӑнне ҫухатнӑ, ӑна васкавлӑ пулӑшу кӳреккен служба ӗҫченӗсем урама йӑтса тухнӑ.
Пушарпа кӗрешекенсем вут-ҫулӑма васкавлӑн сӳнтернӗ. Вырӑна пырса ҫитнӗ васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем хӗрарӑма пулӑшнӑ хыҫҫӑн вӑл тӑна кӗнӗ. Кайран ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм пирус туртнӑ чух тимсӗр пулнӑ пирки диван хыпса илнӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан Владимир Дряблов амӑшне курма велосипедпа каясшӑн. Хӗрарӑм 1 пин километр ытла аякра, Волгоградра, пурӑнать. Арҫын амӑшне ҫуралнӑ кунпа саламлама велосипедпа ҫитесшӗн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӑна ашшӗ, асламӑшӗ тата аслашшӗ ӳстернӗ. Амӑшӗ Волгоградра пурӑннӑ, ача ун патне ҫуллахи каникулта ҫеҫ кайма пултарнӑ.
«Аннепе ирттернӗ вӑхӑта эпӗ ӑшшӑн аса илетӗп. Ача чухне велосипедпа ярӑннӑ чухне ун патне хам тӗллӗн ҫитме ӗмӗтленеттӗм», — каласа кӑтартнӑ Владимир. Паян вӑл — ӑнӑҫлӑ юрист, педагог, бокс енӗпе Чӑваш Ен чемпионӗ тата марафонец.
2024 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Чӑваш Енре 412,5 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хӑпартнӑ. Ҫав шутран 221 пине тӑваткал метрӗ — нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр, 191,5 пин таваткал метрӗ — уйрӑм ҫурт-йӗр.
Ҫурт-йӗре пуринчен ытла Шупашкарта (213,8 пин тӑваткал метр), Шупашкар муниципаллӑ округӗнче (75, 1 пин тӑваткал метр), Муркаш тӑрӑхӗнче (15,4 пин тӑваткал метр), Ҫӗнӗ Шупашкарта ( 11,8 пин тӑваткал метр), Канашра (11,5 пин тӑваткал метр) туса лартнӑ.
Ӗнер 56 ҫулти арҫын Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар Атӑлта пулӑ тытнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Шыва кӗрсе чӑмнӑ та... тухайман.
Ӑна ӗнерех шырама тытӑннӑ. Паян унӑн виллине тупнӑ. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар ҫыранран 200 метр аякра асӑрханӑ.
Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 22 ҫын путса вилнӗ. Вӗсен йышӗнче - 3 ача. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Етӗрне округӗнче 4 ача амӑшӗ путнӑ.
Шупашкара тепӗр 16 ҫӗнӗ троллейбус килсе ҫитнӗ. Пӗтӗмпе «Горожанин» ятлӑ 20 транспорт кӳрсе килмелле. Тепӗр 4 троллейбуса ҫитес вӑхӑтра илсе килӗҫ.
Малтан транспорт тӗрӗслев витӗр тухӗ, кайран ӑна транспорт управленине парӗҫ. Кун хыҫҫӑн троллейбуссем рейса тухӗҫ. Вӗсем «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрӗҫ: 52-мӗш, 53-мӗш, 54-мӗш тата 55-мӗш маршрутсем.
Аса илтерер: Республика кунӗнче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче 62-мӗш троллейбус рейса тухнӑ. Маршрут ҫинчи пӗтӗмпе 21 троллейбус ӗҫлет.
Республикӑра тепӗр ҫамрӑк ППЭре 100 балл пухнӑ. Вӑл – Шупашкарти 37-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ Полина Степанова. Полина историпе экзамен тытса 100 балл илнӗ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 63 ҫамрӑк ППЭре100 балл пухнӑ. Литературӑпа, географипе, химипе – 8, профильлӗ математикӑпа – 16, вырӑс чӗлхипе – 27, физикӑпа тата математикӑпа 8 ҫамрӑк чи нумай балл илнӗ.
Палӑртса хӑвармалла: 5 яш-хӗр икӗ ППЭре 200 балл пухнӑ. Вӗсен йышӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Екатерина Селезнева, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Илья Капралов, Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Юлиана Паймуллина, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Виктория Жирнова.
Чӑваш Енри тӑватӑ ҫемьене орден пама йышӑннӑ.
Олег Николаев Элтепер «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Николай Федоровичпа Анастасия Ивановна Отмаховсене, Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Николай Александровичпа Антонина Николаевна Сергеевсене, Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Николай Ивановичпа Зоя Степановна Степановсене, Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Николай Димитриевичпа Мария Ивановна Хушкинсене чыслама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |